Чӑваш наци музейӗн коллекцийӗ тӗлӗнмелле экспонатсемпе – СВО зонинче персе антарнӑ ют ҫӗршыв дронӗсемпе пуянланнӑ. Ку ӗҫе регионти СВО ветеранӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Юрий Богданов пуҫарнӑ. Вӑл ҫак дронсем историллӗ артефактсем кӑна маррине, пирӗн боецсем мӗнле тӑшмана хирӗҫ тӑнине кӑтартса панине те палӑртнӑ.
Экспонатсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа паракан «Родина Zа нами» куравра вырӑн тупнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ветерансем боецсене пулӑшас ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Юрий Богданов каланӑ тӑрӑх, ассоциаци «обращенирен результатат таран» принциппа ӗҫлет, кашнинпе яланах ҫыхӑну тытса тӑрать.

