Главная > Публикации > Куравра курса тĕлĕнмелли нумай

Куравра курса тĕлĕнмелли нумай

Мускав хулинчи ВДНХра «Раççей» курав-форум ĕçлет. Вăл чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче уçăлнă. Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе, çĕршыври регионсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Куравра 131 экспозици вырнаçтарнă, куллен 500 ытла экскурси иртет.

ВДНХра Канашри муниципаллă округăн чи хастар вĕренекенĕсем те пулса курчĕç. Вĕсен туслă ушкăнне Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче директорăн канашлуçи пулса тăрăшакан Ирина Фомина тата вырăнти шалти ĕçсен пайĕн аслă инспекторĕ Алиса Иванова ертсе пычĕç.

Пире тĕп хулара волонтер Екатерина кĕтсе илчĕ. ВДНХри курав çинчен Надежда Коршунова экскурсовод каласа пачĕ. Унта çĕнĕ технологисемпе, наукăри, промышленноçри, культурăпа спортри паллă çитĕнÿсемпе паллашма май килчĕ. Пĕр кун хушшинче çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх хăйне евĕрлĕхне курса хаклама май пулчĕ.

Мускаври çакнашкал пысăк куравра пулса курма тÿр килнишĕн пурте хытă савăнчĕç, тĕлĕнмелле çул çÿрев йĕркелеме пулăшакансене чĕререн тав турĕç.

Мускаври курав-форма кайма тивĕçнисен йышĕнче Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Нелли Фомина та пулчĕ. Вăл çĕкленÿллĕ кăмăлпа çапла каласа пачĕ: «Форумри стендсем мана питĕ килĕшрĕç. Унта курса тĕлĕнмелли питĕ нумай, темĕн чухлĕ çĕннине пĕлме пулать. Тăван тăрăха таврăнсан курни-илтни çинчен тантăшсене каласа кăтартрăм. Курав ĕçленĕ тапхăрта ыттисене те унта кайса курма сĕ-нетĕп».

Ирина ФОМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *