Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Патриотла юхăмсен ушкăнне илнĕ

Патриотла юхăмсен ушкăнне илнĕ

Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов тăван шкулта пулнă. Çав кун Янкăлч шкулĕнче вĕренекенсене çамрăксен патриотла юхăмĕн тĕрлĕ ушкăнне илнĕ.

Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем — «Çамрăк чикĕ хуралçисем», пиллĕкмĕш классем — «Çамрăк çăлавçăсем», виççĕмĕш класра пĕлÿ пухакансем вара «Раççей кăйкăрĕсем» пулма тупа тунă.

Çак паллă пулăмпа ачасене округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, вырăнти çар комиссарĕ Евгений Семенов тата ытти хăнасем саламланă. Николай Гаврилов асăннă отрядсен çамрăк членĕсене удостоверенисем панă, çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнме ăнăçу суннă. Ачасем хăйсен енчен шаннă тивĕçе тÿрре кăларассине каланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *