Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ҫакӑн пек производствӑсене аталантарни – пысӑк пӗлтерӗшлӗ 

Ҫакӑн пек производствӑсене аталантарни – пысӑк пӗлтерӗшлӗ 

Тунтикун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канашра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ, индустри паркӗнчи «АСТРА» тата «Аркто» предприятисене ҫитсе курнӑ. 

«АСТРА» предприятире прицепсемпе ҫурма прицепсем кӑлармалли ҫӗнӗ цех уҫнӑ. Производствӑна хальхи вӑхӑтри оборудованипе тивӗҫтернӗ, операцисен чылай пайне промышленноҫ робочӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Продукци туллин ют ҫӗршыври аналогсене улӑштарать тата Раҫҫей рынокӗн ҫуррине яхӑн йышӑнать.

Цех проект вӑйне кӗнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн хӑватне виҫӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртнӑ. Проекта Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ.

«Аркто» промышленноҫ тата холодильник оборудованийӗсем тӑвать. 14 пин тӑваткал метр ытла лаптӑк йышӑнакан завода ҫӗнӗ вырӑнта тунӑ. Унӑн продукцине Раҫҫейӗн пур регионӗнчи суту-илӳ сечӗсене ҫитереҫҫӗ. Халӗ унта ҫӗнӗ инвестици программине пурнӑҫлаҫҫӗ – коммерци машинине тӑвакан производство тата пӑхӑр труба кӑлармалли цех йӗркелеҫҫӗ. Предприяти федераципе республиа шайӗнчи пулӑшу мерисемпе усӑ курать.

Ҫакӑн пек производствӑсене аталантарни Канашшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн малта пыракан территорине, унтан Раҫҫей Правительстви пулӑшнипе индустри паркне туса хула экономикине диверсификацилес тата ҫӗнӗ ӳсӗм точкисем йӗркелес тӗллев лартнӑ.

«Паян паркра тӑхӑр резидент ӗҫлет. Предприятисем сарӑлаҫҫӗ, хальхи технологисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ тата Раҫҫей рынокне кирлӗ продукци кӑларассине алла илсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ ҫӗршывӑн технологи суверенитетне ҫирӗплетет тата Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин лартнӑ тӗллевсене тивӗҫтерет. Куратӑп, Канашӑн промышленноҫне малалла ӳстерсе пыма пысӑк резервсем пур. Чӑваш Ен Правительстви инвесторсене малалла та, ҫав шутра индустри паркӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа-тенкӗ парса, пулӑшса пырӗ. Предприятисен ертӳҫисемпе вӗсен коллективӗсене ӗҫшӗн тав тӑватӑп. Канаш умӗнче ҫӗнӗ проектсемпе производство ҫитӗнӗвӗсем пуррине шанса тӑратӑп, – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *