Нумаях пулмасть Китайри Тяньцзинь хулине «Деревенский дворик» туса кӑларнӑ ӗне тата качака сӗчӗсене ӑсатнӑ. Вӗсене унта «Раҫҫейре туса кӑларнӑ» брендпа сутаҫҫӗ.
Сӗте Китай Халӑх Республикине ӑсатма Чӑваш Республикинчи экспорта пулӑшакан центр пулӑшнӑ. Китай рынокне тухни предприятие тупӑша пысӑклатма май парать.
«Деревенский дворик» предприяти Раҫҫейре Ази ҫӗршывне качака сӗтне экспортлама официаллӑ майпа ирӗк илнӗ пӗрремӗш производитель шутланать. Халӗ вӗсем унта 2030 ҫулчченех сӗт ӑсатма пултараҫҫӗ. Ку ӗне, качака сӗчӗсене тата сӗт коктейлӗсене пырса тивет.

