Патшалӑхӑн тӗрлӗ пулӑшӑвӗпе усӑ куракан ашшӗ-амӑшӗ валли ӑнлантару буклечӗсем кӑларнӑ.
РФ Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне ҫемьесемшӗн чылай ырӑ улшӑну пулса иртнӗ: темиҫе тӗрлӗ ача укҫине пӗрлехи тӳлеве куҫарнӑ, цифра платформи аталанса пырать.
Ачан СНИЛС-не тума ятарласа ҫӳремелле мар, амӑш капиталӗн сертификачӗ те тӳрех йӗркеленет.
Буклетсене социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденисемпе перинать центрӗсенче валеҫӗҫ.

