Патӑрьел тӑрӑхӗнче туса кӑларакан чипс Китай рынокне тухасшӑн. Хальхи вӑхӑтра Валерий Кузнецов фермер хӑйӗн «Чебо» продукцийӗпе Китайра пӗтӗм тӗнчери куравра паллаштарать.
Унта чӑваш чипсне Кӑнтӑр Китайри ҫынсем, пысӑк закупщиксем тутанса пӑхаҫҫӗ, сӑнаҫҫӗ. Кайран, тен, туянма та тытӑнӗҫ.
Китая тухас ҫул темиҫе уйӑха тӑсӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗнче унти делегаци Чӑваш Республикинчи Ял хуҫалӑх министерствинче пулнӑ, килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Халӗ ав калаҫу ӗҫссем патне ҫитнӗ.

