Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Вӑрмана сыхлӑпӑр» акци иртнӗ

«Вӑрмана сыхлӑпӑр» акци иртнӗ

Олег Николаев Вӑрнарта «Вӑрмана сыхлӑпӑр» акцие хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вӑрнар поселокӗнче пулнӑ, унта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӑрмана сыхлӑпӑр» акцие хутшӑннӑ.   

Волонтерсемпе тата профильлӗ ведомствӑсен представителӗсемпе пӗрле Олег Николаев ҫамрӑк йывӑҫсем лартнӑ, республикӑри вӑрман фондне ҫӗнетессине хӑй те пысӑк тӳпе хывнӑ. Регион Пуҫлӑхӗ ҫутҫанталӑка упрани тата тӑван тӑрӑха ешӗл сӑн кӗртме кашни ҫын хастар хутшӑнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Кӑҫал Чӑваш Енре тӗллевлӗ акци сентябрӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 13-мӗшӗччен иртет. Ҫак тапхӑрта 46 гектар ытла лаптӑк ҫинче 53 пин ытла хыр, чӑрӑш тата юман лартма палӑртнӑ.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *