Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Биатлон енӗпе Чемпионат иртет

Биатлон енӗпе Чемпионат иртет

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта «Альфа-Банк Ҫуллахи биатлонпа Раҫҫей Чемпионачӗ» пуҫланнӑ. Хӗллехи спорт центрӗн ҫӗнӗ йӗлтӗр-роллер трасси ҫине ҫӗршывӑн 24 регионӗнчен килнӗ чи вӑйлӑ 178 спорт-смен тухӗ. 

Старт умӗн Раҫҫей Биатлонисчӗсен Союзӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Пак тата командӑсен ертӳҫисем пирӗн патӑмӑрта ӑмӑртусем валли хатӗрленӗ инфратытӑма пысӑк хак панӑ. 

Мӗнпур ӑмӑртӑва «Матч ТВ» телеканал тӳрӗ эфирта кӑтартса пырӗ. Ҫавӑн пекех трансляцисем сайтра тата ВКонтакте соцсетӗн СБР группинче пулӗҫ. 

Кашни участника ӑнӑҫу сунатпӑр, Шупашкар ҫӗрӗ ҫинче вӗсем чаплӑ ҫитӗнӳсем тӑвасса кӗтетпӗр. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *