Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура Чӑваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова Халăх программинчи сĕнӳсене республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртес ыйтупа сăмах илнĕ. Çак сĕнӳсене кăçалхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче пухнă, пĕтĕмпе 120 пин сĕнӳ пуçтарăннă.
Ку ĕçе муниципалитетсем хастар хутшăннă. Канаш округĕнче пурăнакансем кăна 6,7 пин ытла сĕнӳ панă. Вĕсем территорисене хăтлăлатассипе, инфратытăма аталантарассипе, çулсем тăвассипе тата юсассипе, ытти ыйтупа çыхăннă. Лариса Анатольевна асăннă сĕнӳсенчен 272-шне регионăн аталану программине кĕртмешкĕн ырлани çинчен пĕлтернĕ. 19-ăшне программăна кĕртме хатĕрлесе те çитернĕ.

