Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Хĕле хатĕрленесси тĕпре

Хĕле хатĕрленесси тĕпре

Тунтикун Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернĕ канашлура çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси тĕпре пулнă.  

Регионăн строительство министрĕ Владимир Максимов палăртнă тăрăх, ТЭЦсен, котельнăйсен, ăшă сечĕсен, ытти объектăн пĕтĕмĕшле хатĕрлĕхĕн вăтам кăтартăвĕ 95,6 процент шайĕнче. Çав вăхăтрах пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенчи ĕçсем юларах пыраççĕ – 87 процент кăна-ха. Çапах ку нумайăшне хĕле хатĕррине çирĕплетекен пас-порт  илме чăрмантарман – çуртсен 99 проценчĕ çак документа илнĕ.

Ăшăпа тивĕçтерекен организацисен те çак пас-порт пулмалла. Чăн та, вĕсен хатĕрлĕхе çирĕп- летмешкĕн тата уйăх ытла пур-ха – чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Хĕле хатĕрленнĕ май республикăра ăшă сечĕсен 8,5 км, шыв пăрăхĕсен 11,5 км, канализаци пăрăхĕсен 7,2 километрне улăштарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *