Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > Пирӗн тӗп тӗллев – боецсене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтересси

Пирӗн тӗп тӗллев – боецсене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтересси

Етӗрне ҫак кунсенче каллех ҫар ҫыннисене пулӑшу ямалли вырӑн пулса тӑнӑ. Сентябрӗн 15-мӗшӗнче унтан тӳрех виҫӗ ҫар чаҫне 95-мӗш гуманитари конвойне ӑсатнӑ.

«Пирӗн тӗп тӗллев – боецсене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтересси. Ҫав хушӑрах, салтаксене унта пулӑшнипе пӗрлех, пирӗн кунта республикӑна аталантарса пымалла, Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнсан пирӗн паттӑрсем Чӑваш Ен, хӑйсем кунта пулман тапхӑрта, лайӑх енне улшӑннине курса мӑнаҫланма пултарччӗр», – тесе палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. 

Яланхи пекех боецсем валли техника, кирлӗ материалсем тата апат-ҫимӗҫ пухма пӗтӗм округ хутшӑннӑ. Етӗрнери администраци тата унти предприятисем СВО зонине УАЗ машина, тӑватӑ автомобиль, квадроцикл тата маскировка тетелӗсем панӑ. Ҫавӑн пекех боецсем 20 кубометр пиломатериал, ОСБ листисем, кӑмака-буржуйкӑсем, гидроизоляци тата типӗ яшка илӗҫ. Ку япаласене Шупашкар епархийӗ вӑрман хатӗрлевҫи Александр Николаев тата волонтерсем пулӑшнипе хатӗрленӗ.

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене яланах пулӑшса тӑраҫҫӗ. Паянхи кун Етӗрне округӗнче  волонтерсен 28 ушкӑнӗ ӗҫлет. Ҫынсем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, ҫуртасем тӑваҫҫӗ, ӑшӑ тумтир ҫӗлеҫҫӗ. 

 Гуманитари конвойне ӑсатнӑ вырӑнта регион ертӳҫи боецсене пур енлӗн пулӑшса тӑнӑшӑн Евгений Усова, Дмитрий Александрова, Павел Павлова тата Валерий Григорьева тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проект координаторӗ Дмитрий Осипов волонтерсене ҫул ҫук ҫӗрте ҫӳремелли техника хатӗрленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл ҫар заданисене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн ҫак автомобильсем Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Парадӗнче стройра иртессе шаннине палӑртнӑ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *