Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин пуҫарӑвĕпе ҫĕршыври социаллӑ объектсене ҫут ҫанталӑк ырлӑхĕ ҫитнĕ.
Пирĕн республика та ку енĕпе телейлисен йышĕнче! Малашне Етĕрне тӑрӑхĕнчи Килтĕш культура ҫурчĕ газпа ӑшӑнĕ. Халиччен ӑна вутӑпа тата кӑмрӑкпа хутса пурӑннӑ.
Ку пысӑк ĕҫĕн пуҫламӑшĕ кӑна-ха. «Единая Россия» парти программӑна анлӑлатма, ялсенчи мĕн-пур культура ҫурчĕ патне пӑрӑхсене тӳлевсĕр тӑсма сĕннĕ.
«Юлашки ҫулсенче пирĕн регионта 37 ҫĕнĕ клуб хута янӑ. Пурне те газпа ӑшӑтма пуҫласан тӑкаксене чакарма, пултарулӑх аталанӑвне ытларах укҫа хывма пулĕ», – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Олег Николаев.

