Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Спортсменсем виҫӗ дисциплинӑра тупӑшнӑ

Спортсменсем виҫӗ дисциплинӑра тупӑшнӑ


Шупашкарта Хӗллехи спорт центрӗнче «Альфа-Банк Ҫуллахи биатлонпа Раҫҫей Чемпионачӗ» иртнӗ. Ҫак пысӑк событие спорта юратакансем пурте нумайччен кӗтнӗ. Хӑйсен вӑйне тата ҫӗнӗ трассӑн пахалӑхне тӗрӗслеме ҫӗршывӑн чи вӑйлӑ спортсменӗсем килнӗ: 24 регионран 170 ытла спортсмен виҫӗ дисциплинӑра медаль ҫӗнсе илессишӗн кӗрешнӗ. Чӑваш Республикинчен ӑмӑртӑва пӗрлештернӗ команда хутшӑннӑ. Унта 14 спортсмен, 8 хӗрарӑм тата 6 арҫын пулнӑ.
Спортсменсемпе тренерсене ӑмӑртусем пуҫланнӑ ятпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Олимп вӑййисен икӗ хут призерӗ, виҫӗ хутчен тӗнче чемпионӗ ята тивӗҫнӗ, Раҫҫей биатлонисчӗсен Союзӗн президенчӗ Виктор Майгуров тата Раҫҫей телеведущийӗ, журналист, «Матч ТВ» телеканалӑн спорт комментаторӗ Дмитрий Губерниев саламланӑ.
«Паян ҫак стадионра историллӗ ӗҫ пулса иртрӗ: Чӑваш Ен биатлонӗ ҫӗнӗ шая тухрӗ. Пирӗн хулара иртекен Раҫҫей чемпионачӗ мӗн тери интереслентернине эпир сирӗнпе куратпӑр. Ку вӑл трибунӑсем, болельщиксен сӑн-пичӗ тӑрӑх лайӑх палӑрать. Паллӑ спортсменсем – Антон Бабиков, Эдуард Латыпов, Кристина Резцова ӑмӑртусене хутшӑнни – эпир тӗрӗс ҫул ҫинче пынине, рес- публика чӑннипех те пысӑк спорт центрӗ пулса тӑнине пӗлтерет. Пурне те ҫак уявпа саламлатӑп! Спортсменсене илемлӗ кӗрешӳ сунатӑп, болельщиксене – ҫутӑ тата асран кайми туйӑмсем», – палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ.
Чемпионата 2025 ҫулта хута янӑ хальхи йышши йӗлтӗрпе ҫӳремелли трасса пулӑшнипе ирттерме май килнӗ. Вӑл Раҫҫей биатлонисчӗсен союзӗн аслӑ категорийӗпе танлашать, унӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 3 969 метр.
Чемпионат сентябрӗн 21-мӗшӗччен пынӑ. Программӑра виҫӗ дисциплина пулнӑ: уйрӑм ӑмӑрту (арҫынсен 20 км, хӗрарӑмсен 15 км), спринт (10 км тата 7,5 км) тата эстафетӑсем (арҫынсен 4 × 7,5 км, хӗрарӑмсен 4 × 6 км).
ЧР Спорт министерстви

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *