Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Мозаикӑллӑ панно хатӗрленӗ

Мозаикӑллӑ панно хатӗрленӗ

 Шупашкар хулинче Праски Витти ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа «Мозаикӑллӑ этномир» проект кӑтартнӑ.

Хулара пӗрремӗш хут Чӑваш халӑх ӳнерҫин, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин эскизӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ мозаикӑллӑ панно хатӗрленӗ. «Ҫамрӑк машӑр. Чӑвашсем» ӗҫ ҫурт фасадне илемлетнӗ.

Праски Витти (Виталий Петров) ятне тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Халӗ унӑн хайлавӗсем Шупашкар хулин архитектура сӑн-сӑпатне те илемлетӗҫ. Ҫӗнӗ панно «Эрешсен ҫулӗпе» туризм маршручӗн тӗп пайӗ пулса тӑрӗ.

Проекта «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Хӑтлав иртнӗ кӗҫнерникун «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче пулнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *