Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Пысӑк опыт пухма май панӑ

Пысӑк опыт пухма май панӑ

Хусан хулинче «Раҫҫейри халӑхсен костюмӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта 31 регионтан 430 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен чысне Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Ирина Вирясова хӳтеленӗ. Вӑл – ал ӗҫ ӑсти тата Чӑваш Енри ал ӑстисен гильдийӗн членӗ.

Ирина Сабировна фестивальте хӑйӗн проекчӗпе «Наци тумӗллӗ пукане» номинацире паллаштарнӑ. Вӑл «Чӑваш тӑрӑхӗнчи (Чӗмпӗр кӗпӗрни пулнӑ) вырӑс халӑхӗн костюмне тӑхӑннӑ пуканесем» коллекци хатӗрленӗ.

Эксперт канашӗ унӑн ӗҫне пысӑка хурса хак-ланӑ. Коллекци ҫирӗп суйлав витӗр тухса фестиваль вӑхӑтӗнче Хусанти хӑйне евӗр ӑсталӑх центрӗн экспозицине илем кӳнӗ.

Ирина Сабировна фестиваль уншӑн питӗ усӑллӑ пулнине, пысӑк опыт пухма май панине палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *