Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ

Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ

Юсав хыҫҫӑн Шупашкарта 3-мӗш тата 55-мӗш шкулсем уҫӑлнӑ.

«Новая школа» тата «Народный контроль» парти проекчӗсен витӗмӗпе вӗренӳ учрежденийӗсен пӳлӗмӗсем палламалла мар улшӑнса ҫӗнелнӗ.

55-мӗшне 1989-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа тӗпрен юсаман. Ҫӗнӗрен алӑкӗсене уҫнӑ шкулта паян 1513 ача вӗренет. Ҫӗнӗ сӗтел-пукан, парнелӗх 14 пин кӗнеке, видеосӑнав, хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗ… Пӗтӗмпех ҫитӗнекен ӑру хӑтлӑхӗшӗн.

Хальхи вӑхӑтра 755 ачана ӑс паракан 3-мӗш шкул та ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ачасене аталанма кунта та майсем ҫителӗклӗ.

Республикӑра кӑҫалхи юсав программине пурӗ 38 шкул кӗнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *