Екатеринбург хулинче Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен форумӗ иртнӗ.
Фестивале 191 ҫӗршыври вунӑ пин ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Ен делегацийӗ те пулнӑ. Пирӗн регионтан унта 52 ҫын кайнӑ.
Форума уҫнӑ кун ҫамрӑксем Екатеринбург урамӗсем тӑрӑх чӑваш ялавне йӑтса утнӑ. Форумра вӗсем вӗренӳ тата ӗҫ мероприятийӗсене хутшӑннӑ, Раҫҫейри проектсемпе, пуҫарусемпе, тӗрлӗ ҫӗршыв культурипе паллашнӑ, ытти ҫамрӑкпа опычӗсене пайланӑ. Делегатсем хӑйсем те ӑсталӑх лаҫҫи ирттернӗ.
Форум Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ.

