Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлăва хальхинче Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пынă.
Унта пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли кĕске вăхăтлăх программăна пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсем çинчен те калаçнă, тĕплĕнрех капиталлă юсав фончĕн ертӳçи Денис Скворцов паллаштарнă. 2024-2026 çулсенче 851 çурта юсама палăртнă – 6,9 миллиард тенкĕлĕх. Çав вăхăтрах çитес çулсем валли çĕнĕ программа та хатĕрлеççĕ.
Ĕçсем хĕле кĕрсе кайма пултараканнисенче юсав пуçламан – çав çуртсене 2027 çула хăварнă.

