«Ниме – халăх бюджечĕ» программăпа кăçал тӳрре кăлармалли 1553 проектран 1049-ăшне вĕçленĕ, çакăн çинчен Андрей Макушев вице-премьер пĕлтернĕ.
Юлнă 504 проектран 43-шĕнче ĕçсем пуçланман-ха. Вĕсем – Муркаш, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Комсомольски округĕсенче пурнăçламаллискерсем. Çав шутра икĕ округри 16 проект пĕр подрядчик çинче тăрать.
Йĕпреç, Пăрачкав, Куславкка, Красноармейски округĕсенче ĕçсем аван. Шупашкар, Канаш, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Улатăр, Вăрнар округĕсем вара юларах пыраççĕ. Çав вăхăтрах çитес çулхи программăна хатĕрлес ĕç те пырать.

