Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Таксистсем ӑмӑртура тупӑшнӑ

Таксистсем ӑмӑртура тупӑшнӑ

Чӑваш Енре чи лайӑх таксиста палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята Дмитрий Осипов тивӗҫнӗ.

«Раҫҫейри чи лайӑх таксист» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ Шупашкар хулинче иртнӗ. Унта 22 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, вӗсенчен пӗри – хӗрарӑм.

Конкурса хутшӑнакансем ҫул-йӗр правилисене тата саккунсене мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Унтан 9 тӗрлӗ хӑнӑхтару пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра таксистсем ача креслине тӗрӗс тата хӑвӑрт вырнаҫтарасси те пулнӑ.

Ӑмӑртура мала тухнӑ Дмитрий Осипова 15 пин тенкӗлӗх сертификатпа чысланӑ. Унӑн республика чысне Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлеме тивӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *