Турцире пауэрлифтинг енӗпе Ази первенстви иртнӗ. Пирӗн республикӑри спортсменсем унта лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Варвара Зайцева 47 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Юниоркӑсен хушшинче вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Анастасия Лоренц вара 57 килограмм тайманнисен йышӗнче тупӑшнӑ, вӑл 1-мӗш вырӑна тухнӑ.

