Шӑматкун Нацисен кросĕ спорт уявне ҫынсене йышлӑн пуҫтарнӑ. Ӑмӑртӑвӑн тĕп лапамĕ Шупашкарти Мускав ҫыранлӑхĕ пулнӑ.
Унта спорт ветеранĕсенчен пуҫласа пĕчĕккисем таран пин-пин ҫын старта тухнӑ.
«Нацисен кросĕ ахаль чупу мар, сывлӑх тата пĕрлĕх уявĕ. Кашнине лайӑх кӑмӑл тата ҫӑмӑл дистанци сунатӑп», – тенĕ салам сӑмахĕнче регион ертӳҫи Олег Николаев.
Ҫулран-ҫул кроса хутшӑнакансен йышĕ ӳсет. Пĕлтĕр республикипе старта 65 пин ҫын тухнӑ пулнӑ.

