Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫе-йӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Канаш хулин хисеплӗ ҫынни Владимир Григорьев куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Владимир Яковлевич 98 ҫулта пулнӑ.
Владимир Яковлевич – чӑваш спортӗнче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Вӑл ҫуллӗ шайри спорстменсене сахал мар вӗрентсе кӑларнӑ. Унӑн воспитанникӗсен шутӗнче: спортӑн хӗллехи енӗпе Олимп чемпионӗ пулса тӑнӑ Владимир Воронков; СССР чемпионки Дина Григорьева; вӑл йӗлтӗр спорчӗ тата биатлон енӗпе 50 ытла спорт мастерне хатӗрленӗ.
Владимир Григорьев 67 ҫул тренер, унсӑр пуҫне тата 40 ҫул спорт шкулӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
Шупашкарти Олимп резеврӗн 2-мӗш шкулӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Яковлевич ачасемшӗн чаплӑ наставник, чӑнлӑха мала хуракан ертӳҫӗ тата ҫывӑх ҫын пулнӑ.

