Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ултавҫӑсен аллине лекнӗ

Ултавҫӑсен аллине лекнӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пӗр сайтра театра каймалли икӗ билет туянма тӑнӑ. Кашнийӗ 5-шер пин тенкӗ тӑнӑ.

Вӑл укҫа куҫарнӑ, анчах билетсӑр юлнӑ. Пулӑшу службине шӑнкӑравласан ӑна саккаса тӗрӗс мар тунине пӗлтернӗ. Укҫана тавӑрма ӑна каллех укҫа куҫарма хушнӑ – хальхинче икӗ хут ытларах.

Каччӑ куҫарнӑ. Анчах ӑна каллех йӑнӑш пирки пӗлтернӗ, тепре укҫа куҫарма ыйтнӑ. Счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалсан тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ, полицие кайнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *