Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Утă та типĕтеççĕ, сенаж та хываççĕ

Утă та типĕтеççĕ, сенаж та хываççĕ

Канашри муниципаллă округра утçи кунран-кун вăй илет. Хальхи вăхăт тĕлне çак яваплă ĕçе пур ял хуçалăх предприятийĕ тата хресчен-фермер хуçалăхĕ пуçăннă.

Вĕсем нумай çул ÿсекен курăксен анисене 1200 гектар çинче çулнă, ку планăн 23 проценчĕпе танлашать. Çавăн пекех 350 тонна ытла утă типĕт-се кĕртнĕ (8 процент)/. Рулона пуçтарнă утăн ытларах пайĕ уйра выртать, çавăнпа вăл хальлĕхе ял хуçалăх пайĕнчи пресс-центрăн официаллă сводкинче курăнмасть.

Округра сенаж та хатĕрлеме тытăннă. Çак ĕçе чи малтан Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ пикеннĕ. Паянхи куна вĕсем 100 тонна ытла сенаж хывнă. Фермер хуçалăхĕнче сенажа технологие çирĕп пăхăнса янтăланине палăртмалла. Курăка малтан çулса пăрахаççĕ, унти нÿрĕк шайĕ 50 процента çитсен выльăх апачĕ хатĕр- лекен комбайнпа тураса вĕтетеççĕ. Симĕс массăна сенаж шăтăкĕнче ятарлă закваскăпа хутăштарнă хыççăн «Амкодор» погрузчикпа тата «ДТ-75» тракторпа таптаттараççĕ.

Чăн та, хăш-пĕр хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлесе ĕçленĕрен сенаж вырăнне тутлăхсăр силос кăна илеççĕ. Çакăн пек апатпа тăрантарни выльăх-чĕрлĕхĕн çулталăкри тухăçлăхне палăрмаллах чакарать. Эппин, ку енĕпе специалистсемпе çыхăнса вĕсен канашне ăша хыв- маллах.

Артемий МЯСНИКОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *