Республикӑри 18 учреждени (шкулсемпе ача сачӗсем) 500-шер пин тенкӗлӗх грант илнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Правительствин председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, грантсен пӗтӗмӗшле виҫи – 9 млн тенкӗ. Вӗсене ҫӗнӗ методикӑсем, проектсем кӗртнӗ тата вӗренӳ ӗҫӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ 18 учреждение параҫҫӗ.
Ҫак йышра Канашри 17-мӗш ача сачӗ те пур. 500 пин тенкӗ укҫапа учреждени ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлӗ.
Сӑмахран, ача сачӗсенче кулинари студийӗсем уҫӗҫ, шкулсенче вара «ӳсӗм точкисем» тата лабораторисем йӗркелӗҫ.

