Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсене Шупашкара Пӗтӗм Раҫҫей форумне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл «Пӗрлӗхре – вӑй» ятпа иртӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерстви РФ халӑхӗсен тӑван чӗлхисен федераци институчӗ тата «Пӗлӳ» общество пулӑшнипе йӗркелет. Форум чӳк уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче иртӗ.
Форума хутшӑнакансем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ, Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упраса хӑварассипе стратеги йышӑнӑвӗсем хатӗрлӗҫ, статьясен пуххине кӑларӗҫ.
Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

