Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Приговора улăштармасăр хăварнă

Приговора улăштармасăр хăварнă

Апелляци çар сучĕ Шупашкарта пурăнакан 31-ри арçын тĕлĕшпе йышăннă приговора улăштармасăр хăварнă. Хайхи арçынна терроризма çынсен умĕнче тÿрре кăларнăшăн айăпланă.

РФ Хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри следстви уйрăмĕ палăртнă тăрăх, арçын ислам тĕнне йышăннă та радикаллă тĕнчекурăма пăхăнса пурăннă. 2024 çулхи пуш уйăхĕнче вăл «Крокус Сити Холл» суту-илÿпе кану центрне тапăннă террористсене тÿрре кăларма тăрăшса социаллă сете материалсем вырнаçтарнă.

Суд çакна та шута илнĕ: маларах арçынна курайманлăх çуратнăшăн тата РФ Çар Вăйĕсене сумсăрлатма хăтланнăшăн административлă яваплăх тыттарнă. Унăн килĕнче шырав ĕçĕсем ирттерсен тĕн литературине, мобильлĕ хатĕрсем, СИМ-карттăсем, хытă дисксем, пуртă тата çĕçĕсем туртса илнĕ.

Тĕп округăн çар сучĕ арçынна айăплă тенĕ, пĕрлехи режим колонийĕнче 5 çул та 6 уйăхлăх ирĕк-рен хăтарма  йышăннă, сайтсемпе каналсене (çав шутра Интернетра та) ертсе пыма икĕ çуллăх чарнă?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *