Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ачасемпе ҫамрӑксене те улталаҫҫӗ

Ачасемпе ҫамрӑксене те улталаҫҫӗ

Ҫӑмӑл укҫа шыракансем ачасемпе ҫамрӑксене те улталаҫҫӗ. Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе студентсем ултавҫӑсене куҫарса панӑ укҫа 25 миллион тенке ҫитнӗ.

Меслечӗсем тӗрлӗрен: банк ятӗнчен шӑнкӑравлаҫҫӗ, укҫа выляса илнине пӗлтереҫҫӗ, онлайн-вӑйӑ вӑхӑтӗнче тӗрлӗ каҫӑпа куҫма сӗнеҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та ачасене тепӗр хут смс-хыпарти кодсене никама та пӗлтерме юраманнине, ют ҫынна ӗненмелле маррине ҫирӗппӗн асӑрхаттармалла.

Телефон линийӗн тепӗр вӗҫӗнче укҫа пирки сӑмах хускатсан тӳрех ҫыхӑнӑва татмалла, аслисене систермелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *