Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Республикӑра ҫамрӑксен юхӑмӗ хӑвӑрт аталанса пырать

Республикӑра ҫамрӑксен юхӑмӗ хӑвӑрт аталанса пырать


Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Движение Первых» юхӑмӑн хастарӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе Координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ.
Пирӗн ҫамрӑксен юхӑмӗ хӑвӑрт аталанса пыни савӑнтарать: паян республикӑра пуҫламӑш 462 отделени ӗҫлет, пӗрлехи цифра платформи 111 пин ытла участника – шкул ачисене, студентсене, вӗрентекенсене тата ашшӗ-амӑшне пӗрлештерет.
– Эпир ҫарпа патриотла воспитанире лайӑх кӑтартусем куратпӑр, ку вара пӗтӗм командӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗ. Ҫав хушӑрах наставниксене аталантарассине те уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Ачасемшӗн хӑйсенпе пӗрле яланах шанчӑклӑ ҫын пулни, вӑл хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса тата уҫса пама пултарни питӗ кирлӗ. Ҫавна май эпир наставниксене системӑллӑ вӗрентсе хатӗрлессине йӗркелерӗмӗр, ҫулталӑк вӗҫлениччен пилӗк муниципалитетра «Пӗрремӗшсем» регион форумне тата наставниксен республикӑри пысӑк слетне туса ирттерӗпӗр, – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Республикӑра ҫакӑнпа пӗрлех технологи тата естествӑлла наука енӗсене те хастар аталантарса пыраҫҫӗ. Чӑваш Ен сахал комплектлӑ тата инҫетри шкулсене пулӑшакан «Малтанхи приключенисем» проекта хутшӑнать. «Санӑн ҫӑлтӑрусем Шуршӑл ҫийӗн» проект малалла пырать, декабрьте «Код 21.15.20.55» космос форумӗ иртӗ.
Часах, ҫӗнӗ ҫул умӗн, «Ӗмӗтсен ёлки» акци вӑхӑчӗ ҫитӗ. Унта май килнӗ таран ытларах ҫынна хутшӑнтарасшӑн, мӗншӗн тесен ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшни – ырӑ пулӑм.
– Пирӗн ачасемпе тата ҫамрӑксемпе пӗтӗм вӑй-халпа тата чун-чӗререн тӑрӑшса ӗҫлекенсене пурне те пысӑк тав. Иртнӗ кварталта нумай ӗҫ тунӑ, ҫак кӑтартусем ҫине тӗревленсе эпир шанчӑклӑн малалла каятпӑр, – палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *