Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа республикăра çулсеренех пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Ял-салара пурăнакансем, туслă йыша чăмăртанса, вырăнти лару-тăрăва пухусенче сÿтсе яваççĕ. Хăйсем пурăнакан тăрăхра йĕркене кĕртмелли объекта тупса палăртсассăн вара сасăлава тăратаççĕ.
Малашлăхра пĕрле пурнăçламалли пысăк ĕçе пысăк йыш ырласа йышăнсассăн — лав вырăнтан тапранчĕ темелле. Çÿлти Вăрманялта пурăнакансем, сăмахран, «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килес çул ял çумĕнчи пĕвене тата ун патне пыракан çула юсаса йĕркене кĕртесшĕн. Çак тĕл- левпе вĕсем, проектăн пысăк пĕлтерĕшне палăртса, сасăлава та хастар хутшăннă.

