Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Интереслӗ самантсене аса илнӗ, хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ

Интереслӗ самантсене аса илнӗ, хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ

Карӑклӑри культура ҫуртӗнче Ял хӗрарӑмӗсен кунне халалланӑ «Ылтӑн алӑсемпе ырӑ чӗресем» мероприяти уйрӑмах ӑшшӑн иртнӗ.

Уяв пултарулӑхран пуҫланнӑ. Карӑклӑ ялӗнчи ӑста Л. Васильева ротангран илемлӗ япаласем ӑсталас енӗпе мастер-класс ирттернӗ. Пурте ҫак илемлӗ пултарулӑхра хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхма тата хӑйсен аллисемпе илемлӗ япаласем тума пултарнӑ.

Унтан тутлӑ чей ӗҫсе килти кукӑльсемпе сӑйланнӑ хыҫҫӑн ӑшшӑн калаҫса ларнӑ. Мероприятие хутшӑннисем интереслӗ самантсене аса илнӗ, хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. 

Кун пек тӗлпулусем уйрӑмах хак-лӑ – вӗсем пӗрлештереҫҫӗ, хутшӑну савӑнӑҫне парнелеҫҫӗ, ял пурнӑҫӗн йӑли-йӗркине, ӑсталӑха тата унӑн ӑшшине упрама пулӑшаҫҫӗ.

Пирӗн хӗрарӑмсен ылтӑн аллисем яланах илем кӳччӗр, ырӑ чӗрисем вара таврари тӗнчене ӑшӑпа та тӑрӑшулӑхпа тултарччӑр!

#ЖенскиеПосиделки

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *