Чӑваш Республикинчен ятарлӑ ҫар операцийӗнчи боецсем валли черетлӗ гуманитари конвойӗ тухса кайнӑ. Вӑл юбилейлӑ – волонтерсемпе патшалӑх пулӑшӑвӗн программисем ӗҫлеме пуҫланӑранпа пуҫтарса хатӗрленӗ 100-мӗш груз пулса тӑнӑ.
Гуманитари конвойне СВО зонине ӑсатма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл республикӑн ҫар служащийӗсене пулӑшас енӗпе тытса пыракан системӑллӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне палӑртнӑ, конвоя йӗркелеме хутшӑннисене пурне те тав тунӑ.
Гуманитари грузне Чӑваш Ен Правительстви, республикӑри Вӗренӳ министерстви, Промышленность тата энергетика министерстви, «Пĕрле» фонд, ҫавӑн пекех регионти предприятисем пулӑшнипе йӗркеленӗ.
СВО зонине ҫунтармалли брикетсем, шыв тытмалли савӑт-сапа, маскировка сеткисем, строительство хатӗрӗсем, ҫӗрулми тиенӗ фурӑсем янӑ. Кунсӑр пуҫне груз составне ятарлӑ автомобильсем тата строительство материалӗсем тиенӗ грузовик-фургон кӗнӗ.

