Чӑваш Енре «АСАМ» фестивалӗн 4-мӗш сезонӗ пуҫланнӑ.
Шкулсенчи актерсем хушшинче иртекен сцена ӑсталӑхӗн конкурсӗнче кашни коллектив ҫумне пӗр-пӗр театр ҫирӗплетнӗ. Артистсемпе режиссерсем ҫамрӑк юлташӗсем умӗнче спектакль лартас ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен муниципалитетсенчи тапхӑр пырать. Тӳресем республика шайне кам иртессе палӑртаҫҫӗ. Финал раштав уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулать.
Иртнӗ 3 сезонра «Асам» фестивале 13 пин ытла шкул ачи хутшӑннӑ.
Хамёр инф?

