Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ярмаркӑсен ӗҫне тӑснӑ

Ярмаркӑсен ӗҫне тӑснӑ

«Кӗр парнисем» ярмаркӑ вӑхӑтӗнче халӑха 336 тонна продукци сутнӑ.  

– «Кӗр парнисем» ярмаркӑсем халӑха кирлине тата хӑйсен социаллӑ пӗлтерӗшне туллин кӑтарт-са пачӗҫ, – палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. – Тӑватӑ эрне хушшинче республикӑри 49 суту-илӳ лапамӗнче, ҫав шутра хальхи фермер ретӗнче, вырӑнти 150 ытла тавар тӑвакан 336 тонна продукци сутнӑ.

Ярмаркӑ вӑхӑтӗнче ҫӗрулмине чи нумай туяннӑ. Кӑҫал пулӑпа тата пулӑ продукцийӗпе, уйрӑмах чӑваш карпӗпе кӑсӑкланасси палӑрмаллах ӳснӗ.

Чи пӗлтерӗшли – ҫемье бюджечӗшӗн чӑн-чӑн усӑ пулни. Ярмаркӑсенче «борщ пуххин» хакӗсем федераци сечӗсенчен чылай йӳнӗрех: ҫӗрулми, купӑста, кӑшман, кишӗр тата сухан илнӗ чухне ҫемьесем 25 процентран пуҫласа 37 процент таран перекетлеҫҫӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ярмаркӑсене халӑх чӑнласах юратнине кура, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче вӗсен ӗҫне тата икӗ эрнелӗхе – октябрӗн 18-мӗшӗччен тӑсма йышӑннӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *