Мускав хулинче пурӑнакан ентеш Мускав мэрӗн премине тивӗҫнӗ.
Евгений Степанов Шупашкар округӗнче ҫуралса ӳснӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, пӗр вӑхӑт телекуравра ӗҫленӗ. Кайран Мускава куҫса кайнӑ, унта туристсем валли экскурсисем йӗркелеме тытӑннӑ. Халӗ ӑна ытларахӑшӗ «Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳретпӗр» проект авторӗ пек пӗлеҫҫӗ.
Евгений Степанова туризма аталантарнашӑн тата хӑйӗн проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн Мускав мэрӗ премипе чысланӑ.

