Октябрӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре Ял хӗрарӑмӗсен кунне пӗрремӗш хут паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ку уява Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе ҫирӗплетнӗ. Уява кашни кунах хӑйсен ҫемйисемшӗн тӑрӑшакан, ҫынсене пулӑшакан тата ял-салара пурнӑҫ тытса пыракан хӗрарӑмсене халалланӑ.
Уявпа килӗшӳллӗн хальхи вӑхӑтра республикӑра Чӑваш Енӗн Культура, Ял хуҫалӑх министерствисем тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ йӗркеленипе «Берегиня села» проект пырать.
Проект республикӑри кашни муниципалитетах хӑйӗн витӗмне илет. Округсенче, вырӑнти йӑла-йӗркене шута илсе, ятарлӑ программа хатӗрленӗ.
Тӗп событи – «Берегиня села» регионти I премин лауреачӗсене чыслани пулӗ. Вӑл октябрӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Премие 10 номинацире парӗҫ. Кашни номинацирех виҫӗ лауреата палӑртӗҫ, жюри вара пӗр ҫӗнтерӳҫе суйласа илӗ.

