«Канашри территорисем хушшинчи медицина центрӗн» хӗрарӑмсен консультацийӗнче «Амӑшӗн сӑваплӑхӗ» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Тӗлпулӑва Канаш хулинчи православи хӗрарӑмӗсен союзӗн председателӗ Людмила Иванова ирттернӗ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Людмила Петровна амӑшӗн хаклӑхне, йывӑр ҫын пулассине упраса хӑвармалли тата ҫемьери йӑла-йӗркесене ҫирӗп- летмелли ыйтусене хускатнӑ.
Раҫҫейре ача кӗтекен хӗрарӑм кунне ҫулталӑк- ра икӗ хутчен – апрелӗн 7-мӗшӗнче тата октябрӗн 7-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл «Ҫемье» наци проекчӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫак уяв 2023 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри статуса илнӗ, пулас аннесене пулӑшассине тата ача ҫуратассине ӳстерессине тытса пырать.
Хамёр инф?

