Раççей кунĕнче уявлĕç
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадионта, ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй» иртĕ. Вырăнти çĕр ĕçченĕсем ăна мĕнлерех çитĕнÿпе кĕтсе илнине округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Виктор Васильев каласа парать:- Кăçал, çĕр ĕçченĕсем, çурхи культурăсене 14 пин гектар çинче акса-лартса хăварнă. Çак кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр тан.
Подробнее