Вăрман та каснă, окоп та чавнă
М.В. Серов ячĕллĕ Чакаç вăтам шкулĕн «Правнуки Победы» шырав отрячĕ «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен паттăрлăх страницисем» акцие хастар хутшăнать. Çамрăк шыравçăсем Чăваш Ен çыннисен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне халалланă альбом хатĕрлеме çав вăхăтра ĕçленĕ çынсен аса илĕвĕсене çырса илеççĕ. Мария Константиновна Константинова Чакаç ялĕнче пурăнать.
Подробнее
