Çĕнтерÿ паркĕ уçнă
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăтапуç ял тăрăхне кĕрекен Кайăкялĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсене асăнса Çĕнтерÿ паркĕ уçнă. Паркăн тĕп архитекторĕ тата ĕçсен йĕркелÿçи - медицина наукисен докторĕ, профессор, РСФСРăн тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, çыравçă Николай Григорьевич Григорьев. Вăл çак пархатарлă пуçарушăн чун-чĕрипе çуннă, строительсем патне час-часах пырса çÿренĕ.
Подробнее