Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Паха кадрсемпе сыв пуллашмаççĕ

Паха кадрсемпе сыв пуллашмаççĕ

Çулсем пĕр сисĕнми малалла шăваççĕ. Пĕлÿ илсе ĕçе вырнаçни ĕнерхи кун пекех асра, тахăш самантра тивĕçлĕ кану вăхăчĕ те алăкран шаккать.

Çак тапхăр патне эпир сирĕнпе пурте çитетпĕр, куншăн пăшăрханма тата кулянма кирлĕ мар. Ĕçлеме хăнăхнă çын пенсие тухсан та алă усса лармасть, культурăра, ял-хулан социаллă пурнăçĕнче е бизнесра хăйĕн вырăнне тупать, мĕн те пулсан çĕнни уçма пултарать», — палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне Любовь Егоровăна пархатарлă ĕçĕшĕн район администрацийĕн Тав хучĕпе чысланă май.

Ырă тата ăшă сăмахсем калакансен йышĕнче Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев та пулчĕ. Вăл çакнашкал паха кадрсем çĕршывшăн йывăр тапхăрсене тÿссе ирттернĕ чухне хăйсене чăн-чăн профессионал енчен кăтартнине, çамрăк, тинтерех муниципалитет органне ĕçлеме килнĕ специалистсемшĕн вĕрентекен тата канашлуçă пулнине пусăм тусах каларĕ.

Любовь Осиповнăн муниципалитет органĕсенчи ĕç стажĕ чăнласах та пысăк, вăл ял тăрăхĕн администрацийĕнче 25 çула яхăн тăрăшать. Çак çулсем хушшинче вырăнти администраци специалисчĕсене кăна мар, район администрацийĕн пай ертÿçисене те нумай пулăшса пынă. Мероприятире район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Татьяна Владимирова та сăмах илчĕ, муниципалитет органĕсенче ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш утăмĕсене аса илнĕ май Любовь Егоровăна чĕререн тав турĕ, тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăр ун çумĕнче «советник» тивĕçне сыхласа хăварассине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *