Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Юратни çинчен Çĕпĕрте пĕлтернĕ

Юратни çинчен Çĕпĕрте пĕлтернĕ

Васса Ивановнăпа Василий Иванович Черновсене Вăтапуç тăрăхĕнче пĕлмен çын çук. Вĕсем тивĕçлĕ канăва кайичченех Вăтапуç, Кайăкьял ялĕсен лавккисенче ĕçленĕ, тавар туянакансен ыйтăвĕсене ялан туллин тивĕçтерме тăрăшнă. Туслă çемье ултă ача пăхса çитĕн-тернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Кил-хуçалăхра мĕн ĕç тума ыйтние ачисем пĕр турткалашса тăмасăр пурнăçланă.

Тăрăшуллă тата пултаруллă ачасем ашшĕ-амăшĕне курса вĕренеççĕ, вĕсем пек пулма хăнăхса пыраççĕ. Черновсен аслă хĕрĕ Светлана Шупашкарта тракторсем туса кăларакан заводри складсен пуçлăхĕнче ĕçленĕ, кайран тĕп хуламăрта суту-илÿ лавкки уçнă. Аппăшне кура йăмăкĕ Надя та кая юлман, унăнăн та колхоз пасарĕнче пĕчĕк лавкка пур. Люба шкулта аслă классенче вĕреннĕ çулсенчех ашшĕпе комбайнер пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ, халĕ Мускава стройкăна çÿрет. Алена Воронеж хулинче ĕçлесе пурăнать. Сергей тăван ялта тĕпленнĕ. Гена, шофера, çурт-йĕр тата хурт-хăмăр ăстине вĕренсе тухнăскер, юратнă мăшăрĕпе тата ачисемпе ашшĕ-амăшĕпе пĕр кил-çуртра пурăнать.

Васса Ивановна Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарать. 1962 çулта Çĕнĕ Мами шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1965 çулта (шофер, слесарь, тракторист ĕçĕсене алла иличчен) ăна Çĕпĕре практикăна янă. Çамрăк, илемлĕ те пултаруллă хĕр С-80 тракторпа Тюмень облаçĕнчи колхоз вăрманĕсенче татăк-кĕсĕк уçланкăсене сухаланă.

Вассилий Вассăна Канашри училищĕре вĕреннĕ чухнех ăшă куçпа пăхнă. Мĕнле пăхмăн-ха! Ун чухне 600 ытла яш хушшинче акăш пек илемлĕ виçĕ хĕр (Вассăпа пĕрле Тукай ялĕнчен Лена тата Тăрăнран Рая) каччăсен чĕрисене пайтах çунтарнă. Вĕсем Çĕпĕрте иртекен практикăра пĕр-пĕрне юратни çинчен пĕлтернĕ, ĕмĕр тăршшĕпе юратса пурăнма тупа тунă, уйрăлми çÿренĕ. Кайран çемье çавăрнă, пĕлтĕрхи çул мăшăрланнăранпа çур ĕмĕр çитнине ачи-пăчипе, тăванĕсемпе, ял çыннисемпе паллă турĕç.

— Эпĕ магазинти сутуçăсене питĕ ăмсанаттăмччĕ, — каласа парать Васса Ивановна. – Вĕсем ялан шап-шурă халатпа, таварсене илемлĕ майласа хураççĕ, çынсемпе çепĕç калаçаççĕ, ăна е кăна туянма сĕнеççĕ… Тавтапуçах Валентина Сергеевна Тихомирова лавкка пуçлăхне. Вăл пулăшнипе сутуçă-кассира вĕренсе тухрăм…

1976-1995 çулсенче Черновсем Вăтапуç, Кайăкьял ялĕсенчи лавккасенче ĕçленĕ, тавар туянакансемпе ялан тимлĕ пулнă. Районта лавккасем хушшинче куçса çÿрекен Хĕрлĕ вымпел вĕсен аллинчен кайман тесен те йăнăш пулмĕ.

Василий Ивановичпа Васса Ивановна обществăлла ĕçсенче те ялан хастар. Василий Иванович пĕрре кăна мар Вăтапуç ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă. Кÿлĕ хĕрринче вăлтапа пулă тытма, вăрманта кăмпа- çырла пуçтарма кăмăллать. Кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕнче 77 çул тултарать. Васса Ивановна, тĕрĕ ăсти пулнă май, районта тата Вăтапуç вулавĕшĕнче ирттерекен ал ĕç куравĕсене хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть вăл ентешсене хăй тĕрленĕ картинăсен куравĕпе савăнтарчĕ. «Сельские мотивы», «День Республики» уявсене тĕррисемпе хутшăнса Хисеп грамотисем илме тивĕçлĕ пулчĕ. Паянхи кун тĕлне вăл тăрăшсах çĕнĕкурава хатĕрленет, тĕрлĕ мелпе усă курса тĕрĕ картинисем ăсталать. Вăхăта яланах усăллă ирттерет, пĕр-пĕр чăваш çыравçин хайлавне вуласа тухсан хăйĕн тантăшĕсен хушшинче вулав конферецийĕ ирттерет.

Вĕсен 12 мăнук тата 5 кĕçĕн мăнук çитĕнет.

Юрий НИКИТИН, обществăлла корреспондент

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *