Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерĕве Чехословакире кĕтсе илнĕ

Çĕнтерĕве Чехословакире кĕтсе илнĕ

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вăрçă ветеранĕсене чысласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов Катек ялĕнче пурăнакан Евдоким Егоров патĕнче пулнă. Анатолий Михайлович Евдоким Егорович ветерана чечек çыххипе открытка парнеленĕ, çывхарса килекен Çĕнтерÿ уявĕпе саламланă, çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул суннă.
Евдоким Егоров 1918 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Катек ялĕнче çуралнă. 16 çул тултарсан чукун çул çинче ĕçлеме пуçланă. 1939 çулта çамрăк монтерăн салтак ячĕ тухнă. Служба Инçет Хĕвел тухăçĕнче иртнĕ. Вăл ытти салтаксемпе пĕрле Амур шывĕ айĕнче тоннель хывнă.
1942 çулта вĕсене Китай çумĕнчи чикке çирĕплетме куçарнă. Унтан Евдоким Егоровича Рязань çывăхне фронта янă. Вăл 1943 çулта Воронеж хулине фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, çавăн пекех Белград, Кременчуг, Полтава хулисемшĕн пынă çапăçусенче пулнă.
Евдоким Егоров ытти салтаксемпе пĕрле Днепр тата Днестр шывĕсем урлă кĕпер хывнă. Тĕрлĕ çапăçура паттăрлăх кăтартнă, Будапештра аманнă, госпитальте сипленнĕ. Çĕнтерÿ кунне пирĕн ентеш Чехословакире кĕтсе илнĕ. «Чи савăнăçлă та асра юлмалли кун. Пире строя тăратрĕç те Германие парăнтарни çинчен пĕлтерчĕç. Эпир савăнăç туйăмне пытарайманнипе пĕр-пĕрне ыталама, чуп тума пуçларăмăр. Калпаксене çÿлелле ывăтрăмăр, автоматсенчен тÿпенелле петĕмĕр. Куçсем шывланчĕç», — аса илет вăл Çĕнтерÿ кунне.
1948 çулта салтак çĕнтерÿпе тăван тăрăха таврăннă. Каллех чукун çул çинче ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çултан Евгения Константиновнăпа çемье чăмăртанă. Вĕсем тăватă ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ ветеран ултă мăнукĕпе тата çичĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕ Михаил патĕнче пурăнать.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *