Вторник, 16 апреля, 2024
Главная > Публикации > Асхвасен пултарулăхне телевизор парса хакланă

Асхвасен пултарулăхне телевизор парса хакланă

Районта иртекен массăллă мероприятисене культура ĕçченĕсем кашнинчех пуян содержаниллĕ те интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Программăна кашнинчех мĕнле те пулин çĕнĕлĕх, халиччен курманни кĕртеççĕ.
Кăçал районта Çĕнтерÿ уявĕнче ял тăрăхĕсен «Çĕнтерÿллĕ май» техника парачĕ те пулчĕ. Ăна кашни администраци хăйне май интереслĕ хатĕрленĕ. Пĕрисем самосвал машинсемпе, теприсем çăмăл машинăпа килнĕ. Асхва ял тăрăхĕн представленийĕ вара пурне те килĕшрĕ. Вĕсем театрализациленĕ номер хатĕрленĕ: лашана урапа кÿлнĕ партизансем фашистсене тыткăна илсе килеççĕ.
Асхвасем тивĕçлипех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов Асхва ял тăрăхĕн ертÿçине Сергей Иванова парне — телевизор пачĕ.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *