Пятница, 3 декабря, 2021
Главная > Новости > Акатуй — 2018: канашцы об итогах посевных работ

Акатуй — 2018: канашцы об итогах посевных работ

Валерий АРТЕМЬЕВ,
«Агат» ООО механизаторĕ:
_ Тăван хуçалăхра 25 çул ĕçлетĕп. Эпĕ пĕр вăхăтрах механизатор та, водитель те, электрик та… Пĕр сăмахпа каласан, пĕр ĕçрен те пăрăнса юлмастăп. Çакăн пек пысăк хисепе — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята — тивĕçни ĕçре хавхалану кÿрет, малалла тата та пысăк çитĕнÿпе ĕçлеме вăй-хăват хушать.

 

Вячеслав МИХАЙЛОВ,
— «Пионер» ООО агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ
Районта çулсерен ака-суха енĕпе ирттерекен конкурсра эпир кăçал пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултартăмăр. Çак çитĕнÿ хуçалăх ĕçченĕсен, вĕсене тав сăмахĕ калатăп. Эпир Канаш тата Йĕпреç районĕсен çĕрĕсем çинче ĕçлетпĕр. Çур акине 28 çын хутшăнчĕ, çавăн пекех ĕççине çынсене договорпа та явăçтартăмăр. Ытти ял хуçалăх ĕçченĕсем пекех кăçал пысăк тухăç илме шанатпăр.

 

Владимир ГЕРАСИМОВ,
Герасимов хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи:
— Çак хресчен фермер хуçалăхне эпир 2012 çулта йĕркелесе ятăмăр. Ял хуçалăхĕ маншăн çĕнĕлĕх мар, фермер ĕçне пуçăниччен 6 çул «Свобода» хуçалăхра агроном пулса тăрăшрăм, унтан асăннă ял хуçалăх предприятине 6 çул ертсе пытăм. 2003 çулта «Нектар» ООО уçрăмăр, вăл 2012 çулччен ĕçлерĕ.
Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕ 572 гектар çĕрпе ĕçлет. Тыр-пул та, çĕр улми те çитĕнтеретпĕр. Çавăн пекех выльăх апачĕ те туса илетпĕр. Мăйракаллă шултра 65 выльăх тытатпăр, вĕсенчен 21-шĕ сăвакан ĕнесем. Акатуйĕнче Чăваш Республикин Ял хуаçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Иван Иванов,
«Пионер» ООО агрофирма механизаторĕ:
— Асăннă хуçалăхра иккĕмĕш çул ĕçлетĕп. Унччен маларах «Гвардеец» хуçалăхра 11 çул тĕп инженер пулса тăрăшрăм, 10 çул чăх-чĕп фабрикинче ĕçлерĕм. Кăçал агрофирмăра «ОПГ-3000 гватро-5» агрегатсемпе кĕрхи тата çурхи культурăсене апатлантартăмăр. Вĕсем «Пионерта» иккĕ. Эпĕ çавăн пекех обществолла ĕçсене те хастар хутшăнатăп, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулма шанчĕç. Халăха кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене йышпа татса памă тăрăшатпăр. Уявра район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code