Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шупашкартан призер пулса таврăннă

Шупашкартан призер пулса таврăннă

Иртнĕ уйăхăн вĕçĕнче Шупашкар хулинчи 4-мĕш лицейра пуçламăш классенче вĕренекен тата шкул çулне çитичченхи ачасен «Эпĕ — тĕпчевçĕ» пултарулăх тата тĕпчев проекчĕсен республика шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ.
Кăçал асăннă конкурса 450 çамрăк тĕпчевçĕ хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Проектсем республикăн 18 районĕнчен тата 5 хулинчен килсе çитнĕ. Куçăмсăр тапхăра 120 тĕпчев ĕçĕ тухнă, вĕсене комисси тăватă енпе хакланă. Çавăн пекех ачасен çулĕсене те шута илнĕ.
Çак ăмăртăва Сиккасси вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Ксения Бабанова та хутшăннă. Вăл «И.Я. Яковлевăн хайлавĕсемпе «Халалĕ» тăрăх ăсталанă стена çине çакмалли календарь» тĕпчев ĕçне ярса панă. Ăна чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă.
Кăçалхи çул Чăваш Енре И. Яковлев ячĕпе иртет, апла пулин те ăна халалланă календарь таврашĕ сутлăхра çук. Ксенипе унăн тĕпчев ĕçĕн ертÿçи Наталия Горшкова календаре хăйсем ăсталама шут тытнă. Чи малтанах палăртнă темăпа тĕплĕн паллашнă, нумай литература пăхса тухнă. Класри ачасемпе ÿкерчĕксем тунă, календарăн макетне ăсталанă. Ĕçе вĕçлесен шкул ачисем валли презентаци йĕркеленĕ. Календаре пичетлеме вырăнти Культура çурчĕн ĕçченĕсем пулăшнă. Чылай тăрмашнă хыççăн илемлĕ тата усăллă ĕç пулса тухнă. Пĕрле вĕренекенсем хăйсен ÿкерчĕкĕсене календарьте курсан питĕ хĕпĕртенĕ.
Ачасем хăйсен ĕçĕсене мультимедиллĕ презентаци мелĕпе хÿтĕленĕ. Вĕсене республикăри аслă пĕлÿ паракан учрежденийĕсен ĕçченĕсем хакланă. Конкурсри кашни ĕç хăйне май кăсăклă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ксения Бабанова Шупашкартан призер пулса таврăннă. Çак çитĕнÿ-пе эпир ăна саламлатпăр.

Наталия ГОРШКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *