Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Новости > Герой пулса çуралмаççĕ

Герой пулса çуралмаççĕ

Февралĕн 15-мĕшĕнче ОТР каналпа «За дело!» передача эфира тухнă. Унăн хăни — пирĕн ентеш, Раççей Федерацин Геройĕ, «Авиакомпания «ЮТэйр» ПАО директорĕ, Канаш райо- нĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Гаврилов пулнă. Тĕлĕнмелле çын-çке-ха вăл. Шкулта вĕренекенсен мĕнле-ха ун пек пулас ан килтĕр. Герой калаçăвĕнче кашни шухăш вăл Тăван çĕршыва, хăй çуралса ÿснĕ ялне, тăванĕсене юратнине çирĕплетет. Николай Федорович пурнăç университечĕ витĕр тухнă, халĕ ачасене патриот воспитани парас енĕпе чылай тăрăшать. Шкул вара хăйĕн воспитанникĕсене паттăр ентешсен ĕçĕсене асра тытма вĕрентет.
Паттăр ентеш Янкăлчра çуралса ÿснĕ. 1975 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Сызраньти летчиксем хатĕрлекен авиацин аслă çар училищине кайса кĕнĕ. Летчик-инженер дипломне алла илсен СССР КГБ органĕсен чикĕ çар авиацийĕнче службăра тăнă. 1979-1987 çулсенче Афганистанри событисене хутшăннă. Çапăçури условисенче вертолет экипажĕн командирĕнчен эскадрилья командирне çитнĕ. 2000 ытла хутчен вĕçевре пулнă.
1987 çулта Николай Федорович Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-çар академине вĕренме кĕнĕ, унтан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Ăна тÿрех авиацин уйрăм полкĕн командирĕн çумĕ пулма шаннă. 1992 çулта пирĕн ентеше Мускава наукăпа тĕпчев ĕçне чĕнсе илнĕ. Тепĕр çултан вăл летчик-истребительсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Паян вăл – пĕрремĕш класлă пилот, летчик-снайпер, çарăн тава тивĕçлĕ летчикĕ. Çарти пĕр структурăн авиацине ертсе пынă, ятарлă заданисене тăтăшах хутшăннă. Ленин тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ, унсăр пуçне нумай-нумай медале тивĕçнĕ. Аслă княгиня – Раççейри император çурчĕн ертÿçи – паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Н. Гаврилова III степень Николай Чудотворец Святитель орденĕпе наградăланă, дворян титулне панă.
Николайăн амăшĕ Мария Мироновна Гаврилова питĕ ĕçчен хĕрарăм пулнă. Шкул вĕренсе пĕтерсенех ăна “Восток” колхозра бригадир пулса ĕçлеме шаннă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, медальсем илме тивĕçнĕ. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ.
Николай Федорович Янкăлч шкулне тĕлĕнмелле парне — хăй вĕçнĕ Ми-8 çар вертолетне парнеленĕ (вăл пуçарнипе Раççейре 10 ытла авиаци монуменчĕ вырнаçтарнă). Вертолета шкул картишне лартнă. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре унăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Кунта районти ытти шкулсенче вĕренекенсем, призывниксем экскурсире пулаççĕ.
Вертолета Раççей Геройĕ Сызраньти авиаци училищинчен вĕренсе тухсан алла илнĕ. Унăн шăллĕсем Сергейпе Саша та çак училищĕрен вĕренсе тухнă.
Çакна çирĕплетсех калама пулать: Николай Федорович хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать, çынсене хаклама вĕрентет.

Николай Гаврилов:
— Ман шутпа кашни çыннăн çĕршыв пурнăçне лайăхлатассишĕн, пирĕн тата пирĕн ачасен тивĕçлĕ пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла. Ку вăл чи малтанах — çамрăксене патриот воспитанийĕ парасси. Çитĕнекен ăрура патриот туйăмĕ вĕресе тăрсан, вăл вăйлă пулсан тата Тăван çĕршыва юратсан кăна пирĕн çĕр-шывра малашне те лăпкăлăх, тăнăçлăх хуçаланĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *