Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Алексей Майрасловăн тăван ялĕнче

Алексей Майрасловăн тăван ялĕнче

 Енĕш Нăрваш ялĕнче Алексей Майраслов çавра çулне халалласа, чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçĕсене асра тытса «Пурнăçри ырă ячĕ – Çĕр аннемĕр хăвачĕ» ятлă тĕлпулу иртрĕ. Çак чаплă уявра Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи «Кăвар чĕре» фольклор ушкăнĕ пулса курчĕ.

Пурăннă пулсан ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Алексей Петрович 80 çул тултаратчĕ. Монументалист скульптор, СССР ÿнерçĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, академик, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Алексей Петрович Майраслов Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Паллă скульптор 1960-1967 çулсенче Харьковри тата Киеври патшалăх университечĕсен филологи факультечĕсенче вĕреннĕ, унтан Мускаври В.И. Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕн скульптура факультетне пĕтернĕ. Ĕçлĕ кун-çулне вара матросран пуçланă. Баренц тинĕсĕнче карапсемпе çÿренĕ. РСФСР Ÿнер фондĕнче чылай çул скульпторта ĕçленĕ. 2000-2008 çулсенче «Ваятель-М» (Мускав) фирмăн тĕп директорĕ пулнă. Мускав хулинче пурăнакан чăвашсен пĕрлешĕвне йĕркелесе яракансенчен пĕри вăл. Чи малтанах хисеплĕ хăнасене вырăнти музейра йышăнчĕç, ырă сунса кĕтсе илчĕç. 13 сехетре вара кунта экскурси пуçланчĕ. Енĕш Нăрвашри историпе асăну краеведени музейĕнче паллă маçтăра Алексей Майраслова асăнса курав уçăлнă. Экспозицире Алексей Петровичăн вăтăр ытла произведенийĕ (гипс, алюмини, бронза). Республикипех паллă музей экспонатсемпе пуян, И.Я. Яковлев уçнă шкулта вырнаçнă. Чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине, паллă ентешсен ĕçне-хĕлне сăнлакан экспонат чылай кунта. Экскурси хыççăн хăнасене Енĕш Нăрвашри Культура çуртне паллă скульптора асăнса хатĕрленĕ мероприятие йыхравларĕç. Кунта Шупашкар хулинчен те хăнасем хутшăнчĕç. Алексей Петровичăн мăшăрĕпе Нина Петровнăпа (Мускавран килнĕ) тĕлпулу иртрĕ. Тăвай районĕнчи фольклор ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çеçпĕл шкулĕн вĕренекенĕ Евгений Егоров Л.И. Филиппова çырнă «21-мĕш ĕмĕр: Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн шухăшĕсем…» сăвва вуларĕ. Нумаях пулмасть Алексей Петрович Майраслова «Çеçпĕл ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысларĕç, çавăнпа та Çеçпĕлпе Енĕш Нăрваш хушшинчи туслăх тата та çирĕпленессе шанатпăр. Енĕш Нăрваш ялĕнчи тĕлпулу нумайлăха асра юлĕ.

Галина ШАДРОВА,

Çеçпĕл ял библиотекарĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *